Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Поэта (Волгин В.)


Пӗр вӗҫӗмсӗр кӑшкӑрасси
Алӑсемпе сулкаласси,
Ҫӑмӑлттайла ҫыркаласси —
Вӑл кирлӗ мар пире.

Илемлӗ, ӑшӑ туйӑмсем,
Чун ҫумӗнчи ыр кӑмӑлсем,
Ҫунатлӑ, харсӑр ӗмӗтсем
Ҫиҫчӗр поэзире!

1953

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми